Юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 97 койка ҫеҫ пушӑ пулнӑ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче 13 пульницӑра чирлисем валли 1497 койка хатӗрленӗ. Аса илтерер: ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Хулари 2-мӗш пульница ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкар районӗн пульници те халӗ кӑшӑлвируслисене йышӑнать.
Ӗнерхи кун тӗлне стационарта 1400 ҫын сипленнӗ. 363 ҫын хӑйне йывӑр туять. 18 пациент ИВЛпа сывлать.
Кӑшӑлвирус сарӑлнӑран Сӗрпӳ, Вӑрнар районӗн тӗп пульницисем, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме хатӗр. Вӗсенче 570 койка хатӗрлӗҫ, 18 реанимаци койки пулӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта икӗ ачана машина ҫапса хӑварнӑ.
«Киа Рио» водителӗ, 26 ҫулти арҫын, 8-ти тата 14 ҫулти хӗрачасем ҫине кӗрсе кайнӑ. Лешсем ятарлӑ вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ачасен сывлӑхӗ самаях сиенленнӗ. Тӑнсӑр пулнӑскерсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Руль умӗнче Чӑваш Енӗн Адвокатсен палатин ваккачӗ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ачасене таптаса кайнӑ чухне вӑл урӑ пулнӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл шӑп ҫав вӑхӑтра телефонпа калӑҫнӑ имӗш.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 34 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Кун пирки «Про Города» ҫухалнӑ арҫыннӑн ашшӗ пӗлтернӗ.
Унӑн телефонне Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑл хӗрринче тупнӑ. Арҫынна виҫӗ талӑк шыранӑ, анчах ун пирки сас-хура пулман.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре унӑн виллине тупнӑ. Вӑл путса вилнӗ.
Ҫанталӑк шӑрахланнӑ май Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхануллӑ пулма ыйтать.
Чӑваш Енри районсемпе хуласене Элтепер гранчӗпе хавхалантарӗҫ. 2020 ҫул кӑтартӑвӗпе ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене палӑртнӑ.
Районсенчен Ҫӗрпӳ районӗ 1-мӗш вырӑна тухнӑ, ӑна 12 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ; иккӗмӗшӗнче — Вӑрнар районӗ, вӑл 10,5 миллион тенке тивӗҫӗ; виҫҫӗмӗшӗнче — Муркаш районӗ, ӑна 9 миллион тенкӗ лекӗ; тӑваттӑмӑшӗнче — Красноармейски районӗ, ӑна 6,0 миллион тенкӗ пама пӑхса хӑварнӑ.
Хуласенчен пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Ҫӗнӗ Шупашкара 12,5 миллион тенкӗ лекӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене инвестици калӑпӑшне, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатнӑ ҫемьесен йышне, пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсен шутне т.ыт.те кура палӑртнӑ.
Грантпа социаллӑ ыйтусене татса панӑ чухне, инженери тата транспорт инфраструктурине лайӑхлатма усӑ курма ирӗк пур.
Ҫӗртме уйӑхӗн 19 тата 20-мӗшӗсенче халӑха ҫӑва ҫине турттаракан общество транспорчӗ ятарлӑ графикпа ӗҫлӗ.
Муниципалитетсем хушшинчи 249-мӗш маршрутпа (вӑл вокзал ҫумӗнчи «Цветы» (чӑв. Чечексем) лавкка патӗнчен ҫула тухать) – Явӑш (хула масарӗ)» ҫӳрекен автобуссен йышне 20 единицӑна ҫитерӗҫ. Вӑл маршрутпа автобуссем ирхи 6 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен хутлӗҫ.
30-мӗш номерлӗ автобусӑн ҫулне вӑхӑтлӑха ылмаштарӗҫ. Вӑл Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи вокзал умӗнчи лапамран Явӑш ялӗ патӗнчи ҫӑва патне кайӗ. Ку маршрутпа 28 автобусран кая мар ҫӳрӗ. 30-мӗш маршрутпа 10 автобус унчченхилле ҫулпах ҫӳрӗ.
Вӑрнар шосси хӗрринче вырнаҫнӑ масар патне 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен 8 автобус турттарӗ. Заовражнӑй урамри ҫӑва патне 52-мӗш маршрутпа кайма май килӗ.
Муниципалитетсем хушшинчи 331-мӗш «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрут Карачурана ҫити ҫӳрӗ. Лини ҫинче 20 единица транспорт пулӗ.
Шӑматкунпа вырсарникун 5:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен Улатӑр шоссине Г. Айги урамӗнчен тытӑнса Карачура патӗнчи чукун ҫул каҫҫи таран хупласа хурӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача ҫӑмӑл машина кустӑрми айне пулнӑ. Авари Собор лапамӗнче пулнӑ.
Ку паян 17 сехетре Собор лапамӗнче 14-мӗш шкул ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ҫынсем курнине ӗненес тӗк, 10 ҫулти хӗрачана ҫӑмӑл машина ҫапса хӑварнӑ.
Вырӑна ҪҪХПИ инспекторӗсем, васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Хӗрача асфальт ҫинче выртнӑ, тухтӑрсем ӑна пулӑшу кӳнӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пысӑк пушар пулнӑ – «Хмпромра» ҫулӑм тухнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Паян 13 сехетре иртен-ҫӳрен тӳпенелле хура тӗтӗм хӑпарнине, вӑл темӗнле шӑршлӑ пулнине асӑрханӑ. «Сывлама ҫук», - пӗлтернӗ Татьяна. «Пластик ҫуннӑ шӑршӑ», - тенӗ Николай, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер. Надежда вара ҫапла пӗлтернӗ: «Хлор шӑрши кӗме тытӑнчӗ. Чӳречесене хупӑр».
14 сехет те 15 минутра пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Унта 12 техника, 36 ҫын хутшӑннӑ.
ЧР Транспорт министерстви виҫӗ маршурт валли перевозчик шыранине пӗлтернӗ. Ку «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрута пырса тивет.
Тӳре-шара 101С, 234, тата 270-мӗш маршуртсем тӗлӗшпе уҫӑ конкурс ирттеме йышӑннӑ. Унта хутшӑнса ҫӗнтерекенӗн маршрута пысӑк тата вӑтам класлӑ автобуссем кӑлармалла.
Заявкӑсене утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, 101, 65, 3, 22, 30 тат 33-мӗш маршрутсем валли те перевозчик шыраҫҫӗ.
«Чӑвашавтотранс» предприятин Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалне 162 миллион тенкӗпе сутса ярӗҫ. Панкрут-предприятин куҫакан тата куҫман пурлӑхне виҫӗ лотпа сутма палӑртнӑ.
Чи пысӑк лотшӑн 106,5 миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Унта администраципе йӑла корпусӗ, тӗрӗслевпе пропуск пункчӗ, туса пӗтермен пӗр хутлӑ ҫурт, электричество мелӗпе ӑшӑтмалли лини, эстакада-полигон, канализаци, 36,7 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне арендӑна илесси тата куҫман пурлӑх кӗрет.
Иккӗмӗш лот хакӗ — 18,2 миллион тенкӗ. Кунта – ҫу заправкин пункчӗ, пурӑнмалли мар ҫурт, уҫӑ стоянка, 7,5 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ.
Виҫҫӗмӗш лот хакӗ — 37 миллион тенкӗ. Кунта уҫӑ тата хупӑ стоянкӑсем, ӑшӑ узелӗ, 10,6 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ, насос установки тата куҫман пурлӑх кӗрет.
«Чӑвашавтотранс» предприятие 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче панкрут тесе йышӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти филиала сутма темиҫе хут та хӑтланса пӑхнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Партас ялӗнче пушар пулнӑ. Унта ҫурт тӑрри ҫуннӑ.
Ҫулӑм тухнине кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре, асӑрханӑ. Йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Юрать-ха, йӑлтах кӗлленмен, тӑрри ҫеҫ сиенленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта та пушар алхаснӑ. Терешкова урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра хваттер ҫунма пуҫланӑ. Шалти отделка сиенленнӗ, сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ. Ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |